Патӑрьел районӗнчи Упамса ялӗнчи халӑх пуҫарӑвӗпе ялти масар ҫинче часавай ҫӗкленет. Ӑна хута ямашкӑн ҫынсем хӑйсемех укҫа-тенкӗ пухнӑ.
Малтанах ҫак ӗҫе Александр Пятаков, Владислав Пятаков, Алексей Столяров хутшӑннӑ. Вӗсем дача, хӑна ҫурчӗсен, мунча пурисене тӑвас ҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем укҫа пухса пулас часавай валли пура тунӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ялти комитет ыйтнипе комисси часавай лартмалли вырӑна тӗрӗсленӗ. Унти вырӑн тӳрӗ, юрӑхлӑ пулнине палӑртнӑ. Ҫапла унта часавай тума йышӑннӑ.
Лаптӑка тата пурана пӑхнӑ ҫӗре Турхан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Сымов, Турханти храм настоятелӗ Петр Забегаев протоиерей хутшӑннӑ. Часавая турӑшсем вырнаҫтарӗҫ.
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран, ҫумӑр ҫуманран Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ. Типӗ ҫанталӑк малалла та тӑсӑлсан районта тыр-пул пӗтме пултарать-мӗн.
Режима Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫӗртмен 26-мӗшӗнче 15 сехетре алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарма 6 техника, 16 ҫын тухнӑ.
Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, вырӑнти организацисемпе предприятисене тыр-пула шӑрӑхра ҫухатасран мӗн те пулин тума сӗннӗ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Мансур Калмыков каланӑ тӑрӑх, уйсенче тыр-пул типме тытӑннӑ. Ҫулҫисем сарӑхаҫҫӗ, ҫӗрулми вӑхӑтран маларах чечеке ларнӑ. Шӑрӑх тепӗр эрне тӑрсан йӑлтах типӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, районта 40 пин гектар тыр-пул.
Тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакансен професси ӑсталӑхӗн конкурсӗсем е ӗҫ кӑтартӑвне кура танлатшарӑмсем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче те ҫавӑн пекех.
Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви Ҫӗршывӑн сахӑр песукӗ туса илекенсен пӗрлешӗвӗпе пӗрле, ав, хӑйне евӗр ӑмӑрту шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсем сахӑр кӑшманӗ туса илекен маттурсене палӑртасшӑн. Тӗрӗссипе, палӑртнӑ ӗнтӗ.
«Раҫҫейӗн сахӑр кӑшманӗ туса илекен 2014 ҫулхи чи лайӑх хуҫалӑхӗ» конкурса асӑннӑ ведомствӑпа пӗрлешӳ пӗтӗмлетнӗ. Унта Чӑваш енри икӗ хуҫалӑх лекнӗ. Пӗри — Патӑрьел районӗнчи «Исток» агрофирма, тепри — Улатӑр районӗнчи И.А. Сергунин фермерӑн хуҫалӑхӗ. Патӑрьел районӗнчи агрофирма гектартан вӑтамран 390 центр кӑшман туса илнӗ, Улатӑр тӑрӑхӗнчи фермер — 239 центнер.
Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе чыслӗҫ, «Сахар» журнала ҫулталӑклӑха ҫырӑнса парӗҫ тата асӑнмалӑх парнепе хавхалантарӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидата палӑртма «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пилӗк муниципалитетра праймериз ирттересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче асӑннӑ парти ячӗпе праймериза хутшӑнакан кандидидатсем Патӑрьел, Канаш, Ҫӗрпӳ районӗнчи суйлавҫӑсемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Элтепер пулас шухӑшлӑ ҫичӗ кандидат пырса ҫитнӗ: ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен пуҫлӑхӗ Юрий Исаев, «Дентамед» обществӑн тӗп врачӗ Юрий Зорин, Шупашкарти 5-мӗш гимназин пуҫлӑхӗ Инна Исаева, «Базис» тулли мар яваплӑ общество управляющийӗ Алексей Львов, Афганистан вӑрҫин сусӑрӗсен общество организацийӗн регионти ертӳҫи Геннадий Матвеев, республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев. Саккӑрмӗш кандидачӗ, Игорь Поручиков, суйлавҫӑсемпе тӗл пулма пыман.
Элтепер пуканӗшӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти хӳттипе тухас ӗмӗтлисем хӑйсен программипе паллаштарнӑ.
Сӑмах май каласан, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче иртнӗ парти хушшинчи сасӑлавра патӑрьелсенчен 97 проценчӗ Михаил Игнатьевшӑн пулнӑ, ҫӗрпӳсенчен — 93,9 проценчӗ, канашсенчен — 92 проценчӗ.
Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр шкулта ашшӗ-амӑшне шкулсене ирӗксӗр пулӑштарма йышӑннӑ. Ҫакна унти прокуратура тӗрӗслевӗ тупса палӑртнӑ.
Прокуратура шкулсем «Ашшӗ-амӑшӗн пӗтӗмӗшле пухӑвӗ ҫинчен» йышӑнура мӗн ҫырса хунине хакланӑ. Вырӑнти норматив актӗнчи хӑш-пӗр пункт «Вӗренӳ ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшсе тӑман.
Асӑннӑ саккун ачасене федерацин вӗренӳ стандарчӗсемпе килӗшӳллӗн тӳлевсӗр вӗрентмелле. Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр шкулта вара «Ашшӗ-амӑшӗн пӗтӗмӗшле пухӑвӗ ҫинчен» йышӑнусенче ашшӗ-амӑшӗн вӗренӳ учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетме, шкула хӑтлӑх кӳме тата юсама май килнӗ таран пулӑшасси пирки ҫырса хунӑ. Ашшӗ-амӑшӗн тӗлӗшпе ҫирӗплетнӗ тӗллевпе ӗҫе пурнӑҫлассишӗн вӗсем явапли пирки те кӑтартса хӑварнӑ.
Тепӗр майлӑ каласан, ашшӗ-амӑшне шкула ирӗксӗр пулӑштармалла туса хунӑ темелле.
Федераци саккунӗпе килӗшсе тӑман хутсене йӗркене кӗртмелли пирки прокуратура 9 хирӗҫлев ҫырса панӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидата палӑртассишӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти паян Етӗрне районӗнче праймериз ирттересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Кадидатсем пирки каласан, вӗсен хушшинче Элтепер тивӗҫне халӗ пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевсӑр пуҫне ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен пуҫлӑхӗ Юрий Исаев, «Дентамед» обществӑн тӗп врачӗ Юрий Зорин, Шупашкарти 5-мӗш гимназин пуҫлӑхӗ Инна Исаева, «Базис» тулли мар яваплӑ общество управляющийӗ Алексей Львов, Афганистан вӑрҫин сусӑрӗсен общество организацийӗн регионти ертӳҫи Геннадий Матвеев, Игорь Поручиков уйрӑм усламҫӑ пур.
Аса илтеретпӗр, парти хушшинчи суйлав пилӗк муниципалитетра пулӗ. Паянхи Етӗрнере иртнӗ. Унта вӑл тӑрӑхрисемсӗр пуҫне хӗрлӗ чутайсемпе муркашсем хутшӑннӑ. Ыран праймериз Шупашкарта иртӗ, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче — Патӑрьел, Канаш тата Елчӗк районӗсенче.
Кӗҫех Чӑваш Енре йӑлана кӗнӗ пӗтӗм тӗнчери Кокель плэнерӗ иртмелле. Ӑна ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 8-21-мӗшӗсенче Патӑрьел районӗнче иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ӑна Турхан ялӗнче йӗркелеҫҫӗ. Ӑна чӑваш професси ӳнерне йӗркелекенӗсенчен пӗрине Алексей Афанасьевич Кокеле халаллаҫҫӗ. Вӑл 1880–1956 ҫулсенче пурӑннӑ.
Пӗтӗм тӗнчери Кокель плэнерӗнче этюдсем ӳкерме тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӑсталӑх класӗсем, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем иртеҫҫӗ. Ӳнерӗн пӗтӗмлетӳ куравӗ те пулӗ.
Плэнера Чӑваш Енри, Раҫҫейри тӗрлӗ регионсенчи, Украинӑри, Беларуҫри профессионал ӳнерҫӗсем (живописҫӑсем, графиксем) хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидатсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти праймериза епле ирттерессипе вӗҫне-хӗрне тухнӑ. Ку суйлав валли парти пайташӗсем виҫӗ кун уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ. Праймериз тӑватӑ меслетрен 3-мӗшӗпе иртӗ. Ку меслете хӑшӗсем чи вӑрттӑнни тата уҫҫӑн марри тесе хаклаҫҫӗ иккен.
Парти хушшинчи суйлав пилӗк муниципалитетра пулӗ: Етӗрне районӗнче — ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, Шупашкарта — ҫӗртмен 19-мӗшӗнче, Патӑрьел, Канаш тата Елчӗк районӗсенче — ҫӗртмен 20-мӗшӗнче.
Партирен кама Элтепер пулма кандидата суйлассине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗсемсӗр пуҫне партин регионти уйрӑмӗпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ организацие хутшӑнакансемпе пайташсем хутшӑнайӗ.
Парти хушшинчи кандидатсене хӑш-пӗр регионта 1-мӗш меслетпе суйланӑ. Ӑна чи демократилли тесе калаҫҫӗ. Вӑл тӗслӗхре парти пайташӗ мар ҫын та, енчен ӑна партин 10 пайташӗ ырласан, хӑйӗн кандидатурине сӗнме пултарать. Суйлава вара кирек кам та хутшӑнаять.
1957 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче чӑвашӑн паллӑ сӑвӑҫи, чӑн-чӑн чӑваш патриочӗ Митта Ваҫлейӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл пурӑннӑ Шупашкарти ҫурт умне паян чӑваш хастарӗсем пухӑнса сӑвӑҫа асӑнчӗҫ, чечек хучӗҫ. Мероприяти вӗҫленнӗ май Надежда Кириллова Митта Ваҫлейӗн сӑввине вуласа пачӗ.
Чӑваш халӑхӗн чаплӑ ывӑлӗ 1908 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ. 1954 ҫулта ҫеҫ таса ятне тавӑрнӑ. Паллӑ сӑвӑҫ тӑван ялне Акатуя килсен пирӗнтен уйрӑлнӑ. Вил тӑприйӗ тӑван ялӗнче вырнаҫнӑ.
Унӑн сӑввисем 17 ҫул ҫитсенех пичетлене пуҫланӑ. Чылай вырӑс хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ — А. Пушкинӑнне, М. Горкийӗнне, С. Есенинӑнне, Н. Островскийӗнне, А. Кунанбаевӑнне, тата ыттисенне. Паллӑрах кӗнекисем: «Кӑмӑл» (1932), «Такмаксем» (1934), «Кӑмӑлтан» (1956), «Кӑмӑлӑмпа шухӑшӑм» (1959).
Сӑнсем (14)
Патӑрьел районӗнче тутарсен наци уявне паллӑ тунӑ. Сапантуй Ыхраҫырминче иртнӗ. Унта тӗрлӗ наци ҫыннисем пухӑннӑ. 200 ытла ҫын уявра чун каниччен савӑннӑ.
Сапантуй программи вӑйӑсемпе, конкурссемпе, концертпа, спорт ӑмӑртӑвӗсемпе пуян пулнӑ. Яланхи пекех ирӗклӗ кӗрешӳ анлӑ иртнӗ. Ӑна тутарсем тутар-пушкӑрт кӗрешӗвӗн Чӑваш Енри федерацине йӗркеленӗ Небиулл Санзяпова халалланӑ. Вӑл — СССР спорт мастерӗ.
12 регионти сакӑр команда тӗп парнене — тихана — ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Чи вӑйли Шӑнкӑртамри Ринас Садаров пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорчӗн шкулӗн вӗренекенӗсем те куракансене тӗлӗнтернӗ.
Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Мансур Калмыков кӑҫал ҫураки ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине палӑртнӑ. Вӑл ял хуҫалӑхсенче ӗҫлекенсене ҫак ятпа саламласа малашне те ӑнӑҫусем тума вӑй-хӑват суннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |